Новости
Пирĕн ентешсем – Совет Союзĕн Геройĕсем
Пурăçне анлă тÿпепе çыхăнтарнă
Ноябрĕн 20-мĕшĕнче пирĕн ентеш, летчик-истребитель, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, вăрçă çулĕсенче Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕç пулнă Борис Михайлович Васильев çуралнăранпа 95-çул çитрĕ.
Çĕмĕртлĕх Чемей ялĕнчи хресчен çемйинче кун çути курнă вăл. 3 çула çитсен тăлăха юлнă. Ăна ялта учительте ĕçлекен мăнаккăшĕ пăхса пурăнма тытăннă. 1919 çулта Борис Етĕрнери ачасен çуртне лекет. Кунта тата хыççăн колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Кайран Етĕрнери педагогика техникуме вĕренме кĕнĕ. Çавăн чухнех авиаципе интересленме тытăннă. Техникумран вĕренсе тухса кăштах шкулта ĕçленĕ хыççăн вĕçев шкулĕнче вĕренме тытăннă.
18 çулхи Борис Васильев ялти пуçламăш шкул директорĕнче ĕçленĕ, комсомол ячейкин секретарĕ, колхозри ревизи комиссийĕн председателĕ пулнă. Етĕрнери педучилищĕне вĕренсе пĕтерсен ăна тăван районти пуçламăш шкула ертсе пыма шаннă.
1935 çулта, хатĕрлев курсне пĕтерсен, Хусанти авиаци институтĕнче вĕренме тытăннă. 1937 çулта, институтăн 3-мĕш курсне пăрахса, хăйĕн ирĕкĕпе Совет Çарне службăна каять. Борисоглебскри çар летчикĕсен шкулĕнче пĕлĕве ÿстерме тытăнать. 1939 çулта ăна ăнăçлă пĕтерет.
Вăл служба тивĕçне пурнăçлама пынă чаçре ăна чаç комиссарĕн комсомол енĕпе ĕçлекен пулăшаканĕ пулма çирĕплетеççĕ. Çулталăкран авиаци экскдрильин комиссарĕ пулса тăрать.
Тăван çĕр-шыв çине нимĕç тăшманĕсем тапăнса кĕрсен пĕрремĕш кунран тытăнсах фронтра пулнă. 1941 çулта вăл Качинскри вĕçев çар шкулĕ çумĕнче летчик-комиссарсен курсне вĕренсе пĕтернĕ. Сывлăшри çапăçусене тăтăшах хутшăнма тивнĕ. 1941 çулхи кĕркунне тĕлнех вăл хăюллă летчик-истребитель пулнипе палăрса тăма тытăннă. Вăрçăн пĕрремĕш çулĕн сентябрь уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле çар заданийĕпе 35 хутчен вĕçеве тухнă, вĕсенче тăшманăн 9 самолетне персе ÿкернĕ.
1941 çулхи кĕркунне Б.М. Васильев аслă политрук Кăнтăр Хĕвел Анăç фрончĕн 6-мĕш Сывлăш çарĕн 44-мĕш авиадивизийĕн эскадрилья комиссарĕн должноçне йышăннă. Совет Союзĕн Геройĕн ятне ăна тăшманăн объекчĕсене бомбăсем пăрахса тĕп тунă чухне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн панă. Вăрçă вĕçленнĕ çул тĕлне Б.М. Васильев подполковник авиаполк командирĕ пулнă ĕнтĕ.
Борис Михайлович Васильева Совет Союзĕн Геройĕн ятне пама тăратнă награда хутĕнче 1941 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче çапла çырса хуни пур: «...Васильев юлташ Аслă Отечественнăй вăрçăра хăй хăюллă, паттăр, хастар летчик-истребитель пулнине кăтартса парать. Сентябрĕн 6-мĕшĕнчен тытăнса эскадрилья 375 хутчен çар вĕçевĕсене тухнă. Васильев хăй сентябрĕн 3-мĕшĕнчен тытăнса 35 хут çар вĕçевĕсене хутшăннă, вăл шутран 2 хут çĕрлехи вăхăтра... 1941 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче Васильев И-153 звенона ертсе пынă май Днепр урлă Ломовки патĕнче хывнă каçă çывăхĕнче вырнаçнă тăшманăн пысăк бензоскладне сирпĕтнĕ. Станционарлă 13 бензобак арканнă, 13 вырăнта пушар алхасма тытăннă, унăн çути 50 километртан та курăннă. Задание пурнăçланă чухне тăшманăн зенит артиллерийĕ икĕ снарядпа Васильевăн самолетне ала пекех шăтарса пĕтернĕ. Снаряд ванчăкĕсем 60 тĕлте самолета шăтарнă пулнă. Апла пулин те вăл самолета хăйсен аэродромне ăнăçлах çитерме пултарнă. Сентябрĕн 13-мĕшĕнче бомбăсене тĕл пăрахса Ломовки патĕнчех икĕ тĕлте каçăна аркатнă. Сентябрĕн 14-мĕшĕнче Васильев ертсе пыракан эскадрилья тăшманăн Верховцы станцийĕ патĕнчи аэродромне аркатма вĕçеве тухнă, бомбăсем пăрахса нимĕçсен 7 самолетне юрăхсăра кăларнă...»
1941 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Указĕпе Б.М. Васильева Совет Союзĕн Геройĕн ятне, Ленин орденĕ тата «Ылтăн Çăлтăр» медаль панă.
Вăрçă суранĕсем аса илтермесĕр пултарайман. 1953 çулта Борис Михайлович полковник запаса тухнă, Самара хулине пурăнма куçнă. Юратнă ĕçпе çывăхарах пулас тĕллевпе гражданла сывлăш флочĕн управленийĕн тиевсем турттарас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕнче вăй хума тытăннă. 1955 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче унăн пурнăçĕ синкерлĕн татăлнă.
Б.М. Васильевăн çĕр-шыв умĕнчи пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хакланă. Ăна Александр Невский, Хĕрлĕ Çăлтăр, Хĕрлĕ Ялав, Отечественнăй вăрçă орденĕсемпе, чылай медальсемпе наградăланă.
Источник: «Çĕнтерÿ ялавĕ» (Моргаушская райгазета). – 2008. – 22 ноября.