23 апреля 2024 года

Новости

25.03.2009

Чăн-чăн паттăр

Александр Васильевич Кочетовăн юбилейĕ тĕлне.

         Чăваш Республикин Патшалăх архивĕнче 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен докуменчĕсем упранаççĕ. Вĕсем архивăн пĕрлештернĕ фончĕ пулса тăраççĕ тата уйрăмах интереслентереççĕ. çак фондра Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, хăйсен пурнăçне ашшĕ-амăшĕсемпе ачисен тата тус-юлташĕсен çут пуласлăхĕшĕн панă 19 ветеранăн докуменчĕсем упранаççĕ. Чăваш Республики хăйĕн паттăрĕсемпе мăнаçланать. Вĕсем пĕтĕм çĕршывăн хисепне тивĕç пулнă, хăйсен ятне нумай-нумай çуллăха чапа кăларнă. Вĕсенчен пĕри Совет Союзĕн Геройĕ Александр Васильевич Кочетов пулнă.

Александр Васильевич 1919 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче Улатăр хулинче çуралнă. 1938 çулта Улатăрти аэроклубран вĕренсе тухнă хыççăн Хĕрлĕ çара кайнă. 1940 çулран пуçласа А. Кочетов Киеври уйрăм округăн истребительсен авиацийĕнче пулнă. 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçа пĕрремĕш кунран пуçласах хутшăннă, авиаэскадрилья командирĕ пулнă. Вăл хăй пĕччен фашистсен 34 самолетне персе антарă, юлташĕсемпе пĕрле тăшманăн 8 самолетне тĕп тунă, пурĕ 488 хутчен тÿпене çĕкленнĕ. 1944 çулхи апрелĕн 13-мĕшăнче СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ Кочетова Совет Союзĕн Геройĕ ят панă. 1944 çулхи çулла кĕске отпуск илнĕ хыççăн Александр Васильевич Улатăр хулинче пулнă. Хăй вăхăтĕнче вăл унти депора машиниста пулăшаканĕ пулса вăй хунă. Хăйсен ентешĕн паттăрлăхĕпе хавхаланса Улатăрти депо ĕçченĕсем Кочетов вали самолет  туянма укçа пухма йышăннă. Чукун çул ĕçченĕсен пуçарăвне хулара пурăнакансем тата Улатăрти вăрман промышленноçĕн хуçалăхĕнче ĕçлекенсем те ырласа йышăннă. 1944 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче пирĕн ентеш А.В. Кочетов çапăçнă чаçе Чăваш Ен ĕçченĕсем пухнă укçа-тенкĕпе тунă 12 самолет панă. Совет Союзĕн Геройне А. Кочетова икĕ самолет çирĕплетсе панă.

Вăрçă хыççăн вăл çĕршыври çар тата сывлăш Вăйĕсен авиации чаçĕсенче командир должноçĕсенче службăра тăнă. Улатăр хулинче çар званийĕпе ĕçленĕ, СССР Шалти ĕçсен министерствин Шалти çарĕсен службине илнĕ, вăрах хушă Чăваш АССРĕнчи ДОСААФ системинче ĕçленĕ, Шупашкарти радиотехника шкулĕн начальникĕ, Шупашкарти стрелковăй спорт клубĕн начальникĕ пулнă 1978 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче КПСС Чăваш обкомĕн бюровĕ, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕ тата Министрсен Совечĕ йышăннипе Кочетова Чăваш АССРĕн ĕç Мухтавĕн тата Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. «Пирĕн летчиксемпе зенитчиксем тÿпере паттăррăн çапăçнă, пĕр кун хушшинче тăшманăн 90 самолетне çапса антарнă. Тăшман самолечĕсемпе çапăçнă çĕре Сывлăш оборонин 102-мĕш авиации дивизийĕн 8-мĕш сывлăш çарĕн истребителĕсем хутшăннă, вăл шутра пирĕн 629-мĕш истребительсен авиаци полкĕ те пулнă. Атăл çинчи çапăçусем пирĕн çарсемшĕн çĕнтерÿ сукмакĕ çинчи паллă тапхăр пулчĕ. Кунта Хĕрлĕ çара контрнаступление кайма кирлĕ условисем йĕркеленчĕç. Атăл çинчи çĕнтерÿ пĕтĕм совет халăхĕн, герой-халăхăн çĕнтерĕвĕ пулчĕ», - Александр Васильевич Кочетов телевиденипе тухса калаçнă текстра çакăн пек çырнă йĕркесем пулнă.

Александр Кочетов летчик-истребитель вилнĕ хыççăн, 1995 çулта Шупашкар хулинчи урамсенчен пĕрине унăн ятне панă. Çак урамра вăл нумай çул пурăннă пулнă. Пĕр полкра службăра тăнă пĕрмăшăр Лидия Андреевнапа Борис Анастасьевич Сергиенкосем Кочетовăн мăшăрĕ патне çакăн пек çырнă: «Александр Васильевич пек паттăрсем фашистсене çапса аркатнă, пирĕн Тăван çĕршывшăн тата пĕтĕм халăхшăн Аслă çĕнтерÿ тунă. Александр Васильевичăн çутă сăнарĕ яланах пирĕн чĕресенче упранĕ. Эпир ăна яланах асра тытăпăр, нихăçан та манмăпăр».

Источник: «Цивильский вестник» (Цивильская райгазета). – 2009. – 17 марта.

Сделано на Конструкторе сайтов культурных учреждений