24 апреля 2024 года

Новости

23.12.2009

Аслă ял хуçалăх шкулě

Çěр ěçченěн çулталăкěнче патшалăх архивě ял çыннисен пурнăçěнчи паллă событисем пирки малалла каласа кăтартать.
      1934 çулхи сентябрěн 22-мěшěнче Шупашкар хулинче аслă ял хуçалăх шкулě уçăлнă. Çак вĕренÿ заведенийěн ректорě пулма Чăваш партии издательствин малтанхи тěп редакторне Д.О. Ивлева лартнă. Тин çеç йěркеленнě аслă шкулăн колхозсене, совхозсене, машинăпа трактор станцийěсене, районти партии организацийěсене кадрсемпе тивěçтермелле пулнă. Виçě уйрăм уçнă. Пěрремěшě (виçě çул вěренмелли) парти тата совет ěçченěсене, иккěмěшě (икě çул вěренмелли) ял хуçалăх отраслěнчи ертÿçěсене, виççěмěшě (пěр çул вěренмелли) комсомол ěçченěсене хатěрленě. 1934 çулта икě çул пěлÿ пухмалли уйрăма 78 çын вěренме кěнě. Çав шутран 22 хуçалăх ертÿçи, 9 бригадир, выльăх-чěрлěх фермисен 5 заведующийě.

 

Источник: Газета «Çěнтерÿ çулě» (Вурнарского района) от 28 октября 2009 г.

Сделано на Конструкторе сайтов культурных учреждений