Новости
Район уй-хирĕсенче. 1958 çул.
Патшалăх архивĕнчен
Чăваш Республикин мĕнпур районĕсенче тыр-пул пухса кĕртес ĕçсем анлăн пыраççĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсемшĕн çакăн пек яваплă экзамен пынă вăхăтра истори патне таврăнас, çакă 1958 çулта мĕнле пулни çинчен аса илес килет. «Чăваш Республикин хальхи историйĕн патшалăх архивĕ» патшалăх учрежденийĕнче Çĕрпÿ районĕнчи хирсенче ĕçсем мĕнле пыни çинчен каласа паракан документсем упранаççĕ.
Колхозниксемпе механизаторсем тата ял хуçалăх специалисчĕсем хирте çитĕнтернĕ тыр-пула вăхăтра тата пĕр тăкаксăр пухса кĕртес, патшалăха тырă ытларах сутас тĕллевпе пĕтĕм вăй-халне парса ĕçленĕ. Тухăçшăн пыракан кĕрешĕве культура ĕçченĕсен нумай йышлă отрячĕсем те активлă хутшăннă. Каннă вăхăтра культура ĕçченĕсем уй-хир бригадисенче, колхозăн йĕтемĕсем çинче калаçусем ирттернĕ, пултарулăх коллективĕн концерчĕсене йĕркеленĕ. Академи театрĕн вăйĕпе кăна 200 яхăн спектакль лартса панă, вĕсенче вуншар пин çын пулса курнă. Республикăри колхозсенче эстрада артисчĕсем, симфони оркестрĕ хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Колхоз ĕçченĕсем гектартан 12 центнертан кая мар тухăç илессишĕн кĕрешнĕ. Çав вăхăтрах вĕсем ĕçрен пушă вăхăтра культурăллă канасшăн пулнă. «Путь Ильича», «Сталинцы», «Гвардия» хуçалăхсем çĕрулми кăларма пуçланă. 1958 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕ тĕлне «Путь Ильича» ял хуçалăх артелĕн виççĕмĕш бригади (бригадирĕ Иванов) икĕ кун хушшинче
Хăйĕн информацийĕнче Чăваш АССР сывлăх хуралĕн министрĕ В. Ефимова çакăн пек пĕлтернĕ: «...Ялсенчи медицина ĕçченĕсем нумайăшĕ çак тапхăрта колхозниксене чир-чĕртен сиплес тата профилактика тăвас ĕçе активлă хутшăнаççĕ. Фельшерсем, акушеркăсем, трахома пункчĕсен сестрисем чирлисем патне килсем тăрăх çÿреççĕ, ĕçе тухиччен процедура ирттереççĕ. Температурăпа чирлекен çынсене палăртас тĕллевпе килсем тата уй-хир бригадисем тăрăх тĕрĕслесе çÿреççĕ. Вăрмар, Çĕрпÿ, Канаш, Пăрачкав, Сĕнтĕрвăрри районĕсен участокри больницисенче ĕçлекенсем колхозниксене тивĕçтерессине лайăх йĕркеленĕ. Кунти врач-специалистсем хăйсене çирĕплетсе панă участоксене тухса çÿреççĕ, чирлисене консультаци параççĕ, ачасене тĕрĕслеççĕ, ĕç условийĕсемпе паллашаççĕ...»
Районти колхозсенче икĕ агиткультбригада ĕçленĕ. Вĕсем уй-хир ĕçченĕсем хушшинче калаçусем тата докладсем ирттернĕ, ялти парти организацийĕсене политика агитацине йĕркелесе яма пулăшнă. Бригадăсем киличчен хăш-пĕр ял хуçалăх артелĕсенче нимĕнле массăпа политика ĕçĕ те ирттермен, стена хаçачĕсем çуракиренпе тухман, социализмла ăмăрту кăтартăвĕсен хăмине çырса пыман, «боевой листоксем» кăларман. Агиткультбригадăсем пулăшнипе малтанхи кăлтăксене пĕтернĕ, массăпа политика ĕçĕ лайăхланнă.
1958 çулта Чăваш АССРĕнчи сортсене тĕрĕслес енĕпе ĕçлекен участоксем ял хуçалăх культурисен тĕрлĕрен 200 ытла сортне тĕрĕсленĕ. Юлашки çулсенче тухăç тата продукци пахалăхĕ енĕпе районланă сортсенчен тем тери лайăхрах сортсем кăларнă, вĕсем Чăваш АССР условийĕсенче туса илме перспективлă сортсем пулса тăнă. 1957 çулта Чапаев ячĕллĕ ял хуçалăх артелĕнче çурхи тулăн «отечественная» сорчĕ тĕлĕшпе çав тери лайăх результатсем илнĕ. Унăн тухăçĕ гектар пуçне 14 центнерпа танлашнă, «лютесценс 62» сорт вара гектар пуçне 8,2 центнер тухăç панă. Производствăра тĕпчев ирттерни сортсене тĕрĕслес ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ сыпăк пулса тăнă, унсăрăн çĕнĕ сортсене районлас ыйтăва татса пама май килмен. Хирте акса çитĕнтерекен сортсене пысăк тухăç паракан сортсемпе улăштарни колхоз хирĕсен тухăçне хăпартас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ резервсенчен пĕри пулса тăнă.
Источник: "Çерпÿ хыпарçи". - 2008. - 05 сентября.