27 апреля 2024 года

Новости

08.10.2007

"Ăста ертуçě"


Чăваш АССР-ěн Пěрлěхлě парти архивěн пěрремěш ертуçи Федор Семенович Ярков çуралнăранпа паян 105 çул çитрě. В. Вăрнар районěнчи Пăваялěнче çуралса уснě.

       1925 çулта Чăваш педагогика техникумěнчен вěренсе тухнă хыççăн Федор Семенович «Распределитель» ача çурчěн заведующийěнче ěçленě. 1925-27 ç.ç. вăл – обществознани преподавателě, 1927 çулхи февральтен пуçласа 1930 çулхи августчен – Вăрнар районěнчи Кěçěн Кипекри сакăр класлă шкул заведующийě. Ф. Ярков хăйěн пěлěвне те вěçěмех устерсе пынă. 1930 çулта – Горькинчи кадрсем хатěрлекен институтра, 1932 çулта – ЧК КПСС çумěнчи марксизм-ленинизм институтěнче пěлу пухма тытăннă. 1934-35 ç.ç. вăл ВКП(б) Чăваш обкомěн партии историйě енěпе тимлекен ăслăлăх сотрудникě пулнă.
       1935 çулхи августăн 15-мěшěнче ВКП(б) Чăваш обкомěн бюровě республикăра Пěрлěхлě партии архивě туса хурасси çинчен йышăну кăларать. Унăн ертуçи пулма Ф.С. Яркова çирěплетеççě. Каласа хăвармалла, вăл унăн ěçне 15 çул ăнăçлă йěркелесе пынă. Архивистсем кěске вăхăтрах облаçсенчи, уессенчи, вулăссенчи партии тата комсомол организацийěсен докуменчěсене пухса 25 пин ытла папкăллă 53 фонд комплектланă. Пěрремěш документсем хушшинче 1905 çулти революцие тата граждан вăрçине хутшăннисен аса илěвěсем те пур. Документсен пěр пайне Горький тата Тутар партархивěсенчен куçарса килнě. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтěнче, те архива комплектлас ěç чарăнса тăман, партии тата комсомол организацийěсенчен 16 пин ытла ěç йышăннă.
      Федор Семенович партархив заведующийěнче тимленě вăхăтра кадрсем, методика тивěçтерěвě çителěксěр, ятарлă пулěм çук пулнă пулин те, революци юхăмě, тaван тăрăхăн обществăлла политика аталанăвě пирки пысăк калăпăшлă материал пухнă. 
      1951 çулта Ф. Яркова литература енěпе ěçлекен облаçри управление куçараççě. 1967 çулхи ноябрьтен пуçласа вăл – республика пěлтерěшлě ятлă пенсионер.
       1968 çулта Федор Семенович каллех архив тытăмне таврăнать. Малтанах архиварусра, каярахпа реле тăвакан Пěтěм Союзри ăслăлăхпа тěпчев институчěн ведомствăна пăхăнакан архив заведующийěнче тимлет. 12 çул ěçлет вăл кунта.
       Унăн хисеплě ěçне пысăк хак панă, наградăсемпе – «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтěнче хастар ěçленěшěн», «Ěçри хастарлăхшăн» медальсемпе – чысланă.

Источник: "Çěнтеру çулě" (Вурнарская райгазета) - 2007. - 12 сентября.

Сделано на Конструкторе сайтов культурных учреждений