26 апреля 2024 года

Новости

19.10.2006

Архив тусěсем фондсене пуянлатаççě



ПАЛЛĂ çынсен –искусствăпа культура ěçченěсен, политиксен – докуменчěсем, вěсен материалěсем паян архивсене пуянлатмалли мел пулса тăраççě. Çав материалсем вăл е ку çыннăн пурнăçне кăна мар, республика историне сăнлаççě-çке. Чăваш Республикин Хальхи историн патшалăх архивěн фондсене пуянлатма пулăшакан çавнашкал тус йышлă. Вěсенчен пěри – Иван Матросов.
Вăл Патăрьел районěнчи Чăваш Ишекěнче çуралнă. Шкул хыççăн Патăрьелěнчи педучилищěре вěреннě. Журналист пулас ěмěчě шăпах унта тěвěленнě. Пирвайхи заметкисем райхаçатра пичетленнě. Хăй каланă тăрăх, Геннадий Лисинпа / каярах паллă поэт Геннадий Айхи пулса тăнăскерпе / паллашни ăна пушшех çырма хавхалантарнă. 1964 çултанпа – «Коммунизм ялавě» хаçатра. «Хыпар» хаçат редакторěн çумне çитиех çěкленнě.
Пирěн архива вара Иван Моисеевич кěнекесен ал çырăвěсене, пултарулăх материалěсене, тěрлě документ пачě /сăн укерчěкре/. Вěсенче журналист ěç-хěлě те, республика пурнăçě те анлăн сăнланнă. Иван Моисеевич – пуринпе те кăсăкланакан тавра пěлуçě. Вăл панă материалсем истории енчен те, тематика тěлěшпе те анлă: революцие хутшăннă çынсем те, паллă ентешсем те, Тăван çěршывăн Аслă вăрçин çулěсем те – тем те пур. Палах, ку материалсем историксемшěн пысăк пěлтерěшлě.
10 çул ытла Иван Моисеевич республикăн Ас тăвăм кěнекине хатěрлес енěпе ěçленě. Сăмах май, вăл Раççейěпе те чи лайăххисенчен пěри пулса тухнă. Шăпах çак кěнекене хатěрлес енěпе пысăк ěç тунăшăн И. Матросова ЧР Хисеп грамотипе наградăланă. Иван Моисеевич «Они боролись за счастье народное», «Их имена останутся в памяти» кěнекесене хатěрлеме те хутшăннă. Архив материалěсемпе усă курса «Архиври хутсен вăрттăнлăхě» кěнеке çырнă. «Хыпар» хаçат 100 çул тултарнă тěле «Чăвашсен пěрремěш хаçачě «Хыпар». 1906-2006» кěнеке тухрě, ăна кăларма Иван Моисеевич та хутшăннă.
Çулěсем пур пулин те Иван Моисеевич малаллах ăнтăлать. Тěпчев ěçне, тěрлě кăларăм хатěрлессине пăрахмасть. Ăна пирěн архивра час-часах курма пулать. Апла тăк унăн çěнě ěçěсемпе те паллăшăпăр-ха. 

Источник: "Хыпар". - 2006. - 14 сентября.

Сделано на Конструкторе сайтов культурных учреждений